Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 14)
Икĕ-виçĕ эрне каярах кунта арăмĕпе кĕрсен, вăл мăшăрĕ хаклă йышши чултан ăсталăнă ещĕке çав тери, куç хывмасăр пăхнине курнăччĕ. «Ку чăн-чăн патша майрисен ещĕкĕ евĕрех! Эпĕ ăна хамăн сĕтел çине вырнаçтарса сăрланмалли хатерсене унта вырнаçтарнă пулăттăм», – тере ун чухне мăшăрĕ шухăш-ĕмĕте путса. Арча чăннпе те питĕ илемлĕ, вылянса тăрать çутă çинче. Каярахпа та темиçе хутчен те аса илчĕ вăл ещĕке. Çавах та, йăл-кулса: «юрĕ ĕнтĕ. Пире тумбочкăра тытсан та аван», – тесе лăплантарчĕ хăйне. Куçĕсем вара унăн çав-çавах ĕмĕтленетчĕç ку арчашăн.
Çимун арăмне валли питĕ те туянасшăнччĕ, анчах хакĕ шиклентерчĕ. Хальхинче вара, хăйĕн акцийĕсене, машина запас пайĕсене тупăшлă сутма май килсе, укçаллă пулчĕ. Арăмĕ мĕн тери савăнса хĕпĕртессе шанчĕ вăл! Эпир кашни ĕмĕт пурнăçлансан ача-пăча пек савăнмастпăр-и, ĕмĕтленнĕ япала алла лексен? Тата Çимун паллă сăмахсем çыртарас терĕ арча çине. Ÿнерçĕ юлашки саспаллисене чул çинче çыратчĕ, çимун патне Ухваниç çывхарчĕ.
Шкулта пĕрле, пĕр класра вĕреннĕччĕ те, унтан кăшт пĕр кантурта пĕрле тăрăшрĕç, каярахпа пурнăç çулĕсем уйрăлса кайрĕç. Ăçта вăл халĕ, мĕнле – нимĕн те паллă мар. Пĕлĕшсем каланă тăрăх çеç, арăмĕпе уйрăлса пĕтсен, Ухваниç тăр пĕчченех пурăнать, имĕш. Ĕç вырăнĕ те, çу вăхăтĕнче сад-пахчарисĕр пуçне ниăçта та тухса çÿреместь. Çакăн пек чухне епле тĕл тума пулать пĕр-пĕрне? Паллах, çук.
– О-о-о! Кама тĕл тума килчĕ кунта? Миçĕ хĕл? Миçе çул? Сана ман çул тĕлне Çÿлт Турă ячĕ пулĕ ятарласа! – хыпăнса ченчĕ Ухваниç, капла та хыттăн калаçаканскер. – Сехет ытла та çÿретĕп-и лавкка тăрăх, ниепле те парне суйласа илме хал çитерейместĕп. Пурте кăмăллă пек. Тархасшăн, пулăшсам!
Çимун пĕр енчен савăнчĕ те ăнсăртран тухнă тĕлпулăва, çитменнне парне суйласа туянма пулăшма ыйтать: – Салам, Ухваниç! Эпĕ, акă, хамăн мăшăра валли туянтăм та ĕнтĕ. Çырса та пачĕç асăнмаллăх сăмахсем. Арăм тахçанах сĕрĕнмелли-пĕвенмелли хатĕрсем валли çакнашкал япала шыранатчĕ. Килĕшÿллĕ-и?
– Килĕшÿллĕ пулмасăр! Питĕ килĕшет. Чăн-чăн ылтăн арча! Юмахри евĕр! Тен, манăн та çакнашкал арча туянас? Тем вăхăтчен çÿретĕп лавкка тăрăх сулланса. Хăв ăнланатăн, манăн ку енĕпе пултарулăх сахалтарах.
– Ăнланатăп. Пĕр-пĕр илемлĕ майра тĕл пулчĕ куç умне, тыткăнларĕ? Ку аван, питĕ те аван! Хăçанчен хусаххăн çÿреме пулать? Çулсем вĕт кĕтсе тăмаççĕ… – килĕшрĕ Çимун. – Авлантăн, пулать, мăшăрлантăн?
– Тĕрĕспе каласан, ăнлантăн пулĕ, вăл хальлĕхе арлă-арăмлă-ха, çулталăк ытла пĕрле пулсан та. Ытарайми хĕрарăм вăл, сапăрлă, тирпейлĕ, çавăнпа та парне кăмăлне кайтăрччĕ тетĕп.
– Ку чухне мĕскер тесе калама та хĕн. Ку йышши арча парнелеме юрамасть пулĕ. Ытла та тăкаклă парне пулса тухать, – кăшт шухăшланă хыççăн чĕнчĕ Çимун, укçа енчен çамрăк чухнех хытăрахччĕ те, çав-çавах юлнă пулас.
– Хакĕ-мĕнĕ, темех мар! – хирĕçлеме пăхрĕ Ухваниç. – Чи малтан, вăл ăна кăмăлне кайтăрччĕ! Эпĕ вĕт ăна тĕлĕнмелле капăр япала туянасшăн хыпăнса çÿретĕп! Арчи вара, чăнласах хама та питĕ те килĕшет, апла ăна та килĕшмелле. Вăл тивĕçлипе йышăнасса халех шанса тăратăп. Кăтарт-халĕ, хăш вырăнта туянтăн?
Çимун хирĕçлемерĕ, ертсе кайрĕ Ухваниçе. Лешĕ пĕр шелсĕр укçине кăларчĕ те тыттарчĕ сутуçа. Арчи вара чăнласа та илемлĕ: тăп та лăп, ытти çакăн йышши арчасемпе танлаштарма та çук. Пĕр сăмахсăр, хăть мĕнле арăмăн сĕтелĕ çинче те вырăнлă пуласси куç кĕрет.
– Тавтапуç сана, тусăм! Халĕ те тĕл турăм! Эсĕ тĕл туман-тăк, мĕскер туяннă пулăттăм-ши? Эпĕ те сан пекех çыртарам-ха арча çине…
– Мĕскер çыратпăр? – ыйтрĕ гравёр пуçне çĕклесе.
– Çырăр, – Ухваниç шухăша кайрĕ, вырăнлă сăмахсем шыранчĕ, – «Телей сунатпăр!»
– Ара, Ухваниç, эсĕ парнине хăв ятăнтан çеç парнелеместĕн-им? – тĕлĕнсе пăхрĕ тусĕ çине Çимун. Тĕлĕнмелле ку Ухваниç, шак тĕлĕнмелле…
– Манăн чĕрере вырăн йышăннă хĕрарăм тăр пĕччен мар, арлă-арăмлă, – ним пулман пекех хуравларĕ Ухваниç, – çавăнпа та, упăшки тем те пĕр ан шутлатăр тесе, çавнашкал çырсан авантарах пулать пулĕ, тетĕп. Мĕнле те, ыйтас-тĕпчес пулсан, ĕçре тантăшсем парнелерĕç теме пултарать.
– Ухваниç, çавах та тепĕр хутчен шутласа пăх, капла эсĕ хăвна патша йышши сăнарлатăн. Эпир Пĕрремĕш е Иккĕмĕш Ухваниç, патша аллинчен парнелетпĕр тенĕн…
– Эсĕ тĕрĕсне калатăн. Манăн вара пуçа та килмерĕ ку шухăш. Атя-ха, шутласа пăхар иккĕн, – çăмăллăнах килĕшрĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе арçын.
Пилĕк-ултă минутласа шутланă хыççăн, «Телей сунса!», тесе çыртарма килĕшрĕç.
Гравёр хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕрен тата кăмăлланăран-ши, çавăнтах çырса пачĕ те арçынсем суту-илÿ ценрĕнчен тухрĕç урама.
– Эпĕ тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк минутран унпа тĕл пулатăп, -терĕ Ухваниç. – Паянах, вăрах вăхăта тăсмасăр, парнелетĕп. Ыранхине те килет тĕл пулма, те çук. Хăв ăнланатăн. Çав тери те йывăр, хĕрарăм пĕр санăн çеç марне йышăнма. Ыранхине праçник, праçнике вара çемьесемпе ирттереççĕ, кил-йышсемпе.
– Ара, Ухваниç, енчен те пĕр-пĕрне çав тери кăмăлласан, вăл вĕт уйрăлма та пултарать упăшкипе. Халĕ ку енчен йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Кун çинчен эсĕ унпа сăмах хускатман-и? – кăсăкланса ыйтрĕ Çимун.
– Калаçмасăр, пĕрре çеç мар калаçнă. Анчах та, вăл уйрăлса кайма килĕшмест. Темĕнле-тĕр йывăрлăх пур терĕ ман, кун пирки сăмах хускатсан, енчен те эпĕ çине тăрас пулсан, урăх нихăçан та курăнмастпăр пĕр-пĕринпе…
– Пулать ĕнтĕ кунашкал ĕç-пуç. Ăнăçу сунатăп! Манăн вара ĕçе утмалла. Сехет каçхине саккăрсăр та киле таврăнма пулмасть
Праçник умĕн хуть ăçта та тĕркĕш пулать, Çимунăн та ĕçĕнче çавăн пекех килсе тухрĕ. Ĕç туни те çук, шавĕ вара… Пурте праçнике хатĕрленеççĕ те, офис ĕçченĕсем вара ытларах хĕрсем. Çимун мĕнле килне лекме чăтăмсăррăн васкасассăн та, арăма парнепе тĕлĕнтерес шутпа, унăн куçĕсенче тĕлĕнтерÿ туйăма сăнас тесе, çавах та сакăр сехет çитмесĕр тухмарĕ.
Ĕç кунĕ вĕçленсенех машна çине ларчĕ те мотора хускатрĕ. Тепĕр çур сехет, вăл килте те пулать. Савăнăçлă туйăм! Çимун хуть хăçан та васкамасăр, типтерлĕн суйлать парнене. Кашнинчех вăл тĕлĕнтермелле парнесем тыттарать арăмне, Даша та хапăлласа савăнса йышăнать вĕсене, тирпейлĕн упрать.
Çимунăн хваттер уççи пур та, çавах та хальхинче вăл унпа усă курма васкамарĕ. Унăн ятарласа шăнкăравлас килчĕ, Даша хăй аллипе хăй уçтăр тесе. Вăл хăйсен хутне çитрĕ те алăк шăнкăравĕн тÿми çине пусрĕ. Анчах та никам та васкавлăн алăка уçакан пулмарĕ. Кăмăл кимелсе кайрĕ, çĕтрĕ. Ăçта пулма пултарать Даша?
Алăка хăйĕн уççипе уçрĕ те шалалла иртрĕ, ваннăй пÿлĕмĕнчен шыв шăнкăртатни çитрĕ хăлхине. Арăмĕ ваннăй пÿлĕменче чухенет иккен, пĕр умкай темĕнле юрă юрлать. Кашнинчех çапла вăл, чÿхенет, çавăн май юрă шăрантарать. Çмун алăк патне çывхарчĕ те, алăка кăшт çеç уçса:
– Чунăм, эсĕ часах-и, – тесе ыйтрĕ.
– Часах, – хирĕç чĕнчĕ арăмĕ.
Çимун парнене кăларчĕ, хуплашкине салтрĕ те сĕтел çине вырнаçтарас терĕ çывăракан пÿлĕмре. Анчах та… Пÿлĕн алăкне уçрĕ кăна, хытса кайрĕ куç умне тухнинчен. Сĕтел çинче унăнни пекех арча ларать. Пĕтĕмпе ун йышшиех!
Çимунăн куçĕнче хуралса кайрĕ, савăнăçлă туйăм çавăнтах сирĕлчĕ. Çырни те арча çинче, вăл курниех. Часах арăмĕн ура сассисем илтĕнчĕç. Çимун хăвăрттăн хăйĕн парнине кравать айне чикрĕ.
– Манăн парнене сăнатăн-и? – ыйтрĕ Даша çĕкленÿллĕн, ара, халĕ çеç чÿхенсе тухрĕ те, кăмăл çуллĕ шайра. – Куна паян ĕçре праçник ячĕпе парнелерĕç.
– Ĕçре? – çиллесĕн ыйтрĕ вăл, ара, аса килчĕ-çке мĕнле вăл çунатланса киле ĕçрен васкани, арăмне савăнтарас шутпа. Вăт, вĕçсе ÿкрĕ те! Вăт, Ухваниç! Вăт вĕри çĕлен!
– Мĕскер вара апла мар? Сана килĕшмест-и? Ку вĕт эпĕ ĕмĕтленнĕ арча, астăватăн-тăр суту-илÿ ценрĕнче, парнесен уйрăмĕнче вăрах вăхăтччен сăнаса тăтăм ăна, пăрахса кайма хал çитермесĕр. Манăçрăн та-и?
Мĕскер калас? Астăвать ĕнтĕ, питĕ аван астăвать. Астăвать çакă арча хакне те. Ку йышши парнене ĕçре никам та парнелес çук. Ун йышши парне мар. Хăй мĕскер хăтланнине тавçăрса çитермесĕрех, шкаф патне çывхарчĕ те, шалтан курткăна илсе тумланчĕ.
Тумланчĕ те çав-çавах хăй хăтланăвне тавçăрса çитермесĕр тула тухрĕ, алăка та хыçĕнчен уçă хăварса. Мĕншĕн çавăн пек хăтланчĕ? Даша аптраса тăрса юлчĕ пÿлĕмре йĕпе çÿçĕсемпе. Хыçĕнчен çеç кăшкăрчĕ: Çимун! Эсĕ ăçта каятăн?
Чăннипе те, ăçта? Кайма унăн вырăн çук. Ашшĕ-амăшĕ ялта, тус-тантăшсем çукпа пĕрех. Кутăн таврăнма та кăмăл туртмарĕ. Ирччен хула тăрăх ярăнса çÿрерĕ. Ир çинчен, ыйхă çавăрмасăрах, Даша телефон шăнкăравланине илтрĕ:
– Иванов Семён Фĕдоровича пĕлетĕр-и эсир? – ыйтрĕç кĕпçĕре çепĕç сасăпа. Сасси çепĕç те, темĕн чун-чĕрере аванмара хускатрĕ-вăратрĕ.
– Пĕлмесĕр, манăн упăшка-çке!
– Вăл пульниццара. Аварие лекнĕ. Операци ирттертĕмĕр. Хăрушлăх çук. – Телефон кĕпçине вырăнне хучĕç.
Даша пур ĕмĕт шухăшĕсене манăçтарса, хăвăрттăн тумланса чупрĕ пульниццана. Çимуна палатăна куçарма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ урине те гипс хунă.
– Çимун! Мĕнле капла пырса тухрĕ? – мĕн пултарнă таран, чĕнчĕ Даша.
– Тархасшăн, çухал ман умран! Манăн сана курас та асăнас та килмест, – сăмах чĕнме йывăр та, анчах Çимун вăй-халне пухса каларĕ. – Кай кунтан!
– Эсĕ мĕскер калаçатăн? Мĕн пырса тухрĕ санпа? Эпĕ ниçта та каймастăп! – анчах та упăшки урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Çимун çумĕнчи тÿме çине пусрĕ те, медсестра килсен, арăмне ăсатса ямашкăн ыйтрĕ. Дашăн сăн-пичĕ çинче тĕлĕнтерÿ, çухалса кайнă туйăм палăрчĕ. Кÿренÿпе килсе тухнине йышăнманни те палăрчĕ, çавăнпа та, тен, медсестра ун çине пăхса илчĕ те, Çимуна арăмне палатăра хăварма ÿкĕтлесе пăхрĕ. Çавах арçын хăй сăмахĕ çинче тăчĕ.