реклама
Бургер менюБургер меню

Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 13)

18
Шурă акăш çитсе ÿкрĕ Халран кайнă нăйкăшать. Кÿльçийĕ юнпа пĕвенчĕ Суранланă мĕскĕне, Мĕнле путсĕр ал çĕкленĕ Илем кÿрен кайăкне. Çиçĕмĕ çиçет хаяррăн Тĕнче пĕтнĕн туйăнать, Таврана каçхи сăн çапнă Хăрушлăх хуçаланать. Йывăçсем те авăнаççĕ Çилĕ ытла урнăран, Чĕрчунсем тарса пытаннă Тискеррĕн курнать вăрман. Кайăк мана асăрхарĕ Ман патăма туртăнать. Чарăна пĕлмест çумăрĕ Пĕр вĕçĕмсĕр чашлатать. Нимĕн пĕркенсе тăмарăм Чупрăм кÿлĕ хĕррине, Нимĕскер те шутламарăм, Сикрĕм кÿлĕ варрине. Кайăка шывран ачашшăн Йăтса тухрăм çырана, Ман çине акăш йăвашшăн Тинкерчĕ те: «Тав сана». Кĕмĕл тĕкĕсем хĕрелнĕ Юн тапать суранĕнчен, Мĕнлерех халне çитернĕ Епле тупнă-ши çулне. Пур ĕçе те пăрахатăп Манăçнă вăйă-кулă, Сиплĕ курăк шыранатăп. Кÿлĕрен йăтап пулă. Çĕр çĕрлетĕп, ир çинчен Эмеллетĕп суранне, Кĕрхи кунсем çитиччен Сыватасчĕ мĕскĕне. Кунĕ кунсерен иртет-ха Çулçăсем пĕветĕнеç, Кĕрхи сивĕ çывхарать Çуллахи кунсем çĕтеç. Вăхăт самаях иртрĕ-ши Акăш вĕçрĕ çÿлелле, Тав тума та çитермерĕ Çĕтрĕ сенкер тÿпере. Тем вăхăтчен тÿпере Эп шырантăм акăша, Кайăк çавах курăнмарĕ Ÿкрĕ темĕн кăпăшка. Ĕмĕрлĕхе вĕçсе кайнăн Тĕк хăварчĕ ÿкерсе, Ăнсăртран ÿкерчĕ, тейĕн, Е шанмарĕ çĕклессе. Ăнкартмарĕ шурă кайăк Йывăç чунлă усала Ăраскала илсе кайрĕ Хăр тăлăха хăварса. Халĕ ним те илĕртмест Тунсăх витрĕ чĕрене, Юрату анчах çĕтмест Савнă чунăн ăшĕнче.

Васкавран ырри çук

Суту-илÿ центрĕн залĕнче халăх лăк тулли. Калăн тата юлашки кунсем çитнĕ те, çынсем мĕн пур тавара, кирлĕ-кирлĕ марне те туянаççĕ, тесе. Анчах та, тупсăмă ку пулăмăн çиелте выртать: ыранхине саккăрмĕн март, хĕрсемпе арăмсен кунĕ, вăт арçынсем ăшталанаççĕ те парне суйласа. Çавăнпа та ĕнтĕ туянакансем хушшинче ытларах арçынсемпе каччăсем: хăшĕ арăмне валли шыранать парне, хăшĕ савнине.

Пĕр уйрăмран тепĕр уйрăм патне çÿреççĕ, хăш парне туянсан килĕшÿллĕрех, кăмăллăрах пулать-ши, тесе сйланса. Чылайăшĕн сăн-пичĕ çинче парне туянасси уншăн пĕртте савăнăç кÿменнине вулама пулать уççăнах, çавах та арăмĕн кăмăлне хуçас мар тесе çÿреççĕ, шыранаççĕ парне. Хăшĕ вара пĕр тшкĕрмесĕрех, алла мĕскер лекнĕ çавна çийĕнчех туянать. Ара, парне лаша мар, шăлĕнчен пăхмаççĕ, тата парнерен хакли тимлĕх уйăрни, теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çимун, лавккана кĕрсен, тÿрремĕн хăйне кăсăклантаракан уйрăм патне çул тытрĕ.