Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 15)
Çавах та, Çимун сываличчен çÿрерĕ Даша пульницана. Упăшки ăна курсанах тепĕр енне çаврăнса выртса ыйха путнăн, нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕскĕн хĕрарăм мĕншĕн вăл çапла хăтланнине çав-çавах ниепле те ăнкартса илеймерĕ.
Пĕр кунхине вара, Даша пульницана килсен, палатăра упăшки вырăнĕ пушă пулнине курсан, кăшт юлчĕ ураран ÿкесрен. Ара, пульницара вырăн ахальтнех пушанмасть: е çын сывалса тухнă е… вилсе кайнă.
– Сире пулăшу кирлĕ мар-и? – ыйтрĕ медсестра çывхарса. Вăйпах тенĕ пек, лăплантарма тару пачĕ.
– Манăн… упăшка… ăçта? – тинех ыйтма пултарчĕ Даша.
– Иванов Çимун-и?
– Ăхă.
– Çимуна виçмине кăнтăрларан кăларчĕç. Эпĕ вăл килте арăмĕпе киленет пулĕ теттĕм ĕнтĕ, çавах та виçĕ уйăх сахал вăхăт мар, – нимĕн пулман пекех хирĕçлерĕ медсестра.
Даша кăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Пуçне усса тухса кайрĕ пульницаран нимĕн шутлама аптраса. Киле таврăнман, тен, тăван ялне çул тытнă? Апла тесен те, хыпарламасăр хăварман пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ Даша çул тăрăх утнă май. Темĕн шутламалла халĕ.
Çимун вара пульницаран тухсанах вокзала çул тытса пуйăс çине билет туянать Амдермăна. Çамрăк чухне пĕрре çеç мар ĕмĕтленнĕччĕ вăл ку хулара пулса курма. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланать. Ĕмĕтленнĕ пек пулмасан та, çавах… Хула айăплă мар-çке, капла унăн пурнăçĕнче пырса тухнине. Яш чухне икĕ хутчен те чĕнсе çыру янăччĕ, те пĕр кăлтăк, те тепĕр кăлтăк, каярах çемье çавăрсан вăл шухăш пулмарĕ.
Арăмĕпе уйрăлма та васкамарĕ. Енчен те арăмĕ уйрăлу пирки ĕç-пуç хускатсан – хускаттăр. Çимун хулана çитсен пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕ ĕçе. Пултаруллă çынсем хуть ăçта та кирлĕ. Ĕç профилĕ унăн иртнинчи кантуринчен ытла уйрăлса тăмасть. Икĕ çул çурăра самаях çĕкленчĕ вырăнта.
Пĕр пулăм çеç тăнăçсăрлантарчĕ арçынна. Мĕн килнĕренпе те никампа та явăçса каймарĕ, хĕрарăмсем çине куçĕпе те пăхасси килмерĕ, енчен те пĕр Даша çеç мар, пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм ăна кÿрентернĕ. Хăш чухне хăйне хăй:» Ара, эпĕ те вĕт хама Ухваниç евĕр тытатăп», – тенĕ шухăш çинче сисетчĕ.
Çав тапхăрта пĕр хутчен те тăван шĕкĕр хулана кайса курма кăмăл тухмарĕ унăн. Ак, ыран-паян Мускава командировкăна кайма хутсем хатĕрлеççĕ, Çимунăн вара чунĕ пĕртте туртмасть кайма, çул çине. Кама-тăр ярĕччĕ-ши хăйĕн вырăнне, пулмасть çав. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ.
Пуйăс çинче вырнаçсан, çул тăршшĕпе Даша пирки шутларĕ. Темĕн пуçа килсе кĕчĕ те, канăç памарĕ. Мĕнлерех пурăнать-ши? Тен, Ухваниçпа пĕрлешсе кайма та ĕлкĕрнĕ? «Ухваниç, Ухваниç, мĕншĕн тĕл турăм-ши сана çав кун? Тен, санăн парнÿне курман-тăк, ирттерсе те янă пулăттăм», – хăй çеç шухăшларĕ, тăнăçланмасăр. Мĕнле вара пурте аванччĕ!
Çимун Дашăна юрататчĕ, урăх никам çине те ăнсăртран та куç хывман. Даша та ăна çавăн пекех хирĕçле савнине шанатчĕ. Арăмĕ ăна нихăçан та сăлтав паман-çке. Кÿлешесси пирки сăмах та хускатма çук, пуçра та пулман. Çавăнпа та çав тери те тарăн суранларĕ арçыннăн чĕрине пулса тухнă пулăм. Ара, çывăх тусĕпе улталанă-çке. Вăт Ухваниç! Вăт сана хусах!
Пуйăс çинчен аннă-анман, пĕрремĕш, кама вăл тĕл турĕ, Ухваниç пулчĕ. Çимун асăрхаман евĕр пăрăнса иртсе каясшăнчĕ те, тусĕ çанăран кăтăрт! Туртрĕ, палласа илсе. Капла та иртсе каятчĕ пулĕ, Ухваниç сăмах чĕнче:
– Аван-и. Тусăм! Хăçантанпа курнаçман! Паллаштарас тетĕп сана. Маша, манăн чĕрене тыткăнланă хĕр, икĕ уйăхласа манăн саккунлă арăм! Эпир, акă, халĕ кăнтăра каятпăр канма. Туй кĕрлеттерсе ирттернĕ хыççăн пуçласа çул çине тухатпăр!
– Мĕнле? – шак хытса кайрĕ Çимун, тĕлĕннĕрен, – Даша вара?
– Тăхта-ха, Çимун. Даша… Мĕнле Даша? – ку хутĕнче аптраса кайрĕ Ухваниç, – эсĕ темĕн арпаштаратăн. Каçхине, çул çинче сыпманчĕ пулĕ-çке?
– Чунăм, мĕскер тет вăл? – калаçăва Маша хутшăнас терĕ кăсăкланса, те тата тепĕр хĕрарăм ятне илтнĕрен.
– Кама эсĕ çавăн чухне арча парнелерĕн, – Машăн сăмахĕсене тимлĕхе илмесĕр, вырана хумасăр Ухваниçе хирĕç патлаттарчĕ Çимун, хĕрсе кайса.
– Эпĕ Маша валли туянтăм вăл арчана. Ана парнелерĕм те. Апла вĕт, Маша? – арăмĕ патне çаврăнчĕ тĕлĕнсе аптраса кайнă Ухваниç, енчен те ăна вăрăпа тытнăн.
– Икĕ çул каярах парнеленĕ арча пирки сăмах-и? – тепĕр хутчен ыйтрĕ Маша.
– Паллах! Икĕ çул каярах, тĕрĕсрех каласан! Эпĕ ăна çав арчана суйласа илме пулăшрăм, – Ухваниç вырăннĕ Çимун хуравларĕ Машăна.
– Ну, паратăн эсĕ, пурнăçа! – çилленсех чĕнчĕ Ухваниç. – Ăçтан тата шухăшласа кăлартăн эсĕ Дашăна? Манан пĕлĕшсем хушшинче те çакă ятпа пĕр çын та çук, çамрăк чухне те пĕр савние те Даша тесе чĕннине астумастăп…
– Апла вара? Апла вара, эсĕ çавă арчана Машăна парнеленĕ тухать? – нимĕн чĕнме пĕлмерĕ Çимун.
– Машăна пулмасăр. Кама тата манăн парнелес?
– Халĕ вăл арча ăçта? Ăçта? Ăçта халĕ вăл арча? – тен, милицире тĕпчевçĕсем çавнашкал кăшкăраççĕ тĕпчеве кĕртнĕ çынна. Иртен-çÿренсем çаврăнса пăхкаларĕç вĕсен енне. Маша хăйне аван мар туйрĕ.
– Тĕрĕспе те, ăçта вăл? Эпĕ ăна, темĕн, курман чылайранпа, – пĕр сăмахлă пулчĕç арçынсем. Маша çул çине тухине те савăнмарĕ халĕ. «Мĕншĕн çеç тухса паян», – шухăшласа илчĕ вăл, енчен те билечĕсем юнĕрех пулсан, те халех çаврăнса та кайнă пулĕччĕ-ши.
– Килте паллах, – пĕр хумханусăр хуравларĕ Маша.
– Ара, Çимун, мĕскер эсĕ çав арчапа çыхлантăн? Тен, эпĕ ăна санăн укçупа туяннă? – терĕ Ухваниç, унтан Маша патне çаврăнса, тăсрĕ: – Чунăм, эпир кăшт пăрăнар-ха, калаçмалли пур.
– Юрать. Эпĕ кĕтетĕп.
– Çавах та, ăнлантар-ха, арча пирки. Ăçта вăл халь? – кăшт айккине пăрăнсан тепĕр хутчен ыйтрĕ Çимун тусĕн арăмĕнчен, шанса пĕтмесĕр.
– Аван мар килсе тухрĕ ку арча пирки. Пĕлнĕ-тĕк, çапла килсе тухасса нихăçан та илмен пулăттăм, -тарăхсах чĕнчĕ Маша Ухваниç пăрăнса кайнă енне пăхса илнĕ хыççăн, – ун чухне эпĕ пĕрремĕш мăшăрпа пурăнаттăм. Ухваниç çавăн пек те савăнăçпа парнелерĕ арчана! Вăл çав тери ĕмĕленнĕччĕ парне мана килĕшессе, кăмăла каясса шанса. Эпĕ вара… – хĕрарăм пÿлчĕ сăмахне, те малалла каламалла-ши малалла е çук-ши.
– Калăр малалла! – тĕпчерĕ Çимун. – Ку манăн ытахальтенех кăсăкланни мар.
– Эпĕ парнепе киле таврăнтăм, упăшка килтеччĕ, кÿлешме пикенчĕ, хăвăр ăнланатăр ĕнтĕ, çавăнпа та манăн лавккана кайса ачана вĕрентекене парне туянма тÿр килчĕ темелле пулчĕ. Вăл вăхăтра пирĕн ачапа репетитор ĕçлетчĕ, эпир упăшкапа ача вĕренекен пÿлĕме иртсе парнене тытартăмăр. Мана шел…
– Репетитор, – арçыннăн сăмах пÿлĕнчĕ, – репетитор мĕн ятлăччĕ?
– Дарья Николаевна, Даша, эпĕ ăнлантăм эсир мĕн пирки кăсăкланнине. Вăл сирĕн арăму?
– Тĕрĕс, манăн арăмччĕ… – шăппăн хуравларĕ Çимун. – манăн арăмччĕ.
– Эпĕ сире чăрмав хушрăм? – ыйтрĕ Маша.
Анчах та Çимун ăна итлемерĕ, вăл çаврăнчĕ те пăрăнса пăрахса кайрĕ.
Принц та кирлĕ мар
Алёшăпа уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ пулин те пурнăçĕ питех улшăнмарĕ Аньăн. Тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр нăйкăшса илсенех ура çине тăма васкарĕ вăл. Сасă кăлармасăр ачин кравачĕ патне пырса утиялĕпе минтерне тирпейлерĕ, пĕчĕкскере ачашшăн лăпкаса илчĕ, унтан хăй вырăнĕ çинче вăрахччен куç хупмасăр выртрĕ. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра.
Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ – ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек ĕнтĕ. «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» – тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня аптранă енне. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн та канлĕн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел. Ара, ир енне ыйхă ытла та тутлă-çке.
– Анне, ир çитрĕ те-им? – пăшăлтатрă çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.
– Ăхă, шкула пуçтарăнма вăхăт, – хуравларĕ вăл ăшшăн.
Аня Ксюшăна тумлантарчĕ. «Юрать, хăть кутăнлашмасть ытти ачасем пек», – хăйне хăй йăпатрĕ хĕрарăм. Телевизортан дктор çанталăкпа паллаштарни кĕрет хăлхана, «Вунă градус сивĕ, çурçĕр енчен лăпкă çил. Кăнтăрла юр çума пултарать». Ирхи апат хыççăн Аня нимĕн те манăçса юлмасть-ши тесе Ксюшăн портфельне пăхрĕ. Унтан кĕрĕкне тÿмеленĕ хушăра шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пуласси пирки аса илчĕ: «Мастертан ыйтса иртерех ĕçрен тухмалла», – сасăпах каларĕ хĕрарăм.
Акă, вĕсем урама тухрĕç, диктор каланă пек лăпкă мар çанталăк, сивĕ çил алхасать, пите-куçа кастарса вĕрет. Аня хĕр ачан шарфне çÿлерех çĕклерĕ. Шăнса пăсăлассинчен сыхланни аванрах, мĕн каласан та. Çиллĕ çанталăка пăхмасăр дворниксем подъезд çывăхĕнчи çулсене юртан тасатаççĕ. Аня таврана сăнанă хушăра ун-кун кантăксенче çутă асăрхарĕ, пурте ĕçе кайма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Теприсем вĕсем пекех васкавлăн транспорт чарăнăвĕ патнелле утаççĕ.
Пĕшкĕнерех пынăран Аня палламан çынпа кăшт çеç юлчĕ çапăнасран. Куçĕсем самантлăха кăна тĕл пулчĕç, анчах хĕрарăм чĕринче темĕнле хумхану çуралчĕ, сывлăш пÿлĕнчĕ. Арçын ăшшăн пăхрĕ ун çине. Куçĕнче… юрату, çепĕçлĕх. Çук çав, яланах тĕл пулмаççĕ çавăн йышши арçынсем. Аня шак хытса тăчĕ, палламан çын каçару ыйтнине те илтмесĕрех юлчĕ. Сасартăк, вунă градус сивĕре те ăна шăрăх пек туйăнса кайрĕ.
Арçын иртсе кайрĕ. Аня вара çаплах хускалмасăр хытса тăчĕ.
– Анне, эпир кама-тăр кĕтетпĕр-и? – хĕр тĕпренчĕкĕ кĕрĕк çанинчен туртни кăна Аньăна тăна кĕртрĕ.
– Мĕскер? Çук, çук, хĕрĕм, – аса илсе хирĕç чĕнчĕ амăшĕ.
Часах акă, амăшĕпе хĕрĕ шкула çитрĕç те алăк уçса шалалла иртрĕç.
– Ырă кун пултăр, хĕрĕм, – çав самантра сывлăх сунчĕ аванлашса Фая аппа тасатуçă.
– Ырă кун, Фая аппа, – хуллен тавăрчĕ Аня.
– Хĕн пулĕ сапна, хĕрĕм? – шеллесе тăсрĕ сăмаха Фая аппа, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пурнăçне пĕлсе тăраканскер. Ара, уçă кăмăллă çынпа пурте канашлама, сăмах ваклама юратаççĕ.