реклама
Бургер менюБургер меню

Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 11)

18

Сана пит савать», —

Вăрттăн çеç Амур

Сиплев савалать.

Çавхатер илемлĕ

Хĕр çитĕннĕ кÿршĕре,

Сăпсан çинçе пилĕклĕ

Епле чăттăр-ха, чĕре.

Пуринпе те ăшшăн,

Уççăн калаçать.

Тĕнчере çук тейĕн,

Сасси тыткăнлать.

Çав тери те çепĕç

Çăл евĕр юхать.

Чĕре ман чул мар-çке

Çулăмпа çунать.

Курăнмасть кăна,

Çиеле тухмасть.

Савнă пике сăнĕ

Асăмран каймасть.

Каçхине тухсассăн:

«Пĕтĕм чунтан ытарап:

Юратап, – тесе каласшăн,

Темшĕн – вăтанап.

Юратап сана, – тесессĕн

Енчен йышăнмасть?

Пурпĕрех пĕтетĕп

Чун тăнăçланмасть.

Пĕр каçхине вăйăра

Шанса пĕтме çук.

Уçрăм хамăн чĕрене:

«Арăм пул, Лисук!»

Ялти сарă пикене

Эпĕ савнă тахçанах,

Чĕрене уçса чĕнме

Хăюлăх сахалтарах.

Хальхинче те ăшшăн

Пăхрĕ ман çине,

Чĕнчĕ вăл йăвашшăн:

«Мĕн тейĕ, анне».

Мул енчен катăк та

Вăй-халăм ман пур.

Пурнăçри йывăрлăхран

Хĕрÿ чĕре пур.

Юратсассăн чĕререн

Пире ним те çитеймест

Савнă чĕре ăшшине

Вут кăвар та çĕнеймест.

Çулталăк çавăнтанпа

Иртсе кайрĕ ĕç-хĕлпе,

Кайăксем, ав, кăнтăра

Туртăнаççĕ картипе.

Лисукпа эпир телейлĕ

Çĕнĕ çуртра савăнса

Пурăнатпăр халь илемлĕ

Вулакана ыр сунса…

Арçури

Мур ăрувĕнчен тухнă-ши Е алтас-ши тарăнрах, Несĕле кам пуçарнă-ши Калăпланă катăкрах. Усалпа ăçтан тăван-ши Тăрă шывăн пăлханçи? Çанталăк епле тÿснĕ-ши Мĕнле чăтнă ăрăмçи? Пĕр шухăшсăр ăсталанă