реклама
Бургер менюБургер меню

Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 8)

18

Тен, çавнашкал малалла

Пурнăçĕ пыратчĕ-ши:

Кĕтĕвне ертсе çыра

Килсе тухма пÿрнĕ-ши?

Сăрт çамкинчен инçете

Тинкерет циклоп тимлĕн,

Хумсем тинĕс çийĕпе

Шăмпăлтатаççĕ лăпкăн.

Хăйĕн пысăк кÿсекне —

Карап мачтипе пĕр тан,

Пăрахать çерем çине,

Кăларать шăхлич унтан.

Шăхличĕ вĕрсен, тавралăх

Сисчÿвленсе шăпланать.

Кайăк-кĕшĕк самантрах

Хăй йăвинче пытанать.

Акă, шыв çине сирсе

Ылтăн хĕвел тухнă пек,

Циклопа тĕлĕнтерсе

Килсе тухрĕ сар пике.

Полифем куç чакăртса

(циклопа çапла чĕнеç),

Сывлама та чарăнса

Пăхса ларать ун çине.

Асамлă курăну, тейĕн,

Шикленет çухаласран.

Галатея – пур – шыв çийĕн

Киленет чăмпăлтатса.

* * *

Полифемăн сăнарне

Уçса пама питĕ хĕн,

Илес-милес сăн-питне

Кăтартма сăмах çук-мĕн.

Лăпăс-лапăс çÿçĕсем

Çумăрта çеç шыв кураç,

Ÿссе кайнă сухалсем

Пĕтĕмпех питне сăраç.

Пĕртен-пĕр куç циклопăн

Вырнаçнă çамки çинче,

(Халь куратăр, ав, хăвăр

Шăнăçмасть сăмахсенче).

Çак сехмет сар пикене

Пĕрре курсах куç хывать,

Астаррăн вăл тинкерет

Хăрах куçĕпе шыва.

Кам юраттăр эсреле

Сăн-сăпатсăр усала.

Тирпейленме Полифем

Кăнтăралла çул тытать.

Катмакпа çÿç якатма

Тытăнать вăл çитсенех,

Çăлăнаççĕ пайăркан

Тусăнса пĕтнĕ çÿçсем.

Чÿхенсен çăмăлтарах

Пулатчĕ-ши якатма?

Хĕн пулĕ çав, сахалрах

Ăс пулсассăн пуçăнта.

Çап-çутă çивчĕ çурла

Кăларать вăл кĕтесрен,

Сухалне ывăçласа

Кĕскетме хатĕрленет.

«Тирпейлерĕм сăн-пуçа», —

Кÿленчĕкрен тинкерет.

Чунсăрне анчах шута

Вăл илмен-тĕр, куçкĕрет.