реклама
Бургер менюБургер меню

Аскольд Де Герсо – Юратап эп сана (страница 2)

18

Туртăнаç ÿнерçĕсем.

Турăш евĕрех чыслаççĕ

Илĕртÿллĕ пикене,

Тилмĕрÿ унтан ыйтаççĕ

Тĕрлĕрен сĕнеç чÿкне.

Афродита кĕвĕçсе

Тавăру çинчен шутлать.

Вăл Психея çилленсе

Хурлантарма шут тытать.

Çав шухăшпа Амура

Пĕр кунхине йыхăрать,

Йĕркесĕр çынна савма

Ĕнентерме вăл хушать.

Ик аппăшĕ те пикен

Патшасемпе мăшăрлă.

Пĕр Психея хальллĕхе

Тăр пĕчченех – хăй майлă.

Çавăнпа-ши тарăхса

Юмăçа ашшĕ каять,

Сăлтавне уçма ыйтса

Сăрт çамкине çывхарать.

«Хĕрне чул хысак çине

Ертсе кил эс каçхине,

Пулас мăшăр çунатне

Сарса çитĕ ун патне.

Тискер кайăклă хаяр,

Çавнашкалах ултавлă,

Çынсене кăна вăл мар

Турăшсене çĕнтернĕ».

Çавăн пек сăмахсемпе

Хуравлать юмăç ăна,

Патша сехри хăпнипе

Кермене васкав утать.

Анăç енне туртăнса

Хĕвелĕ куна вĕçлет.

Патша канăç çухатса

Керменте утас виçет.

Чарăнса вăл кăшт тăрать-ши

Шухăшсене майласа,

Ĕнсине вăл е хыçать-и

Нимĕн тума аптраса.

Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,

Кĕренленчĕç пĕлĕтсем.

Нимĕн те килмест пуçне

Явăнаççĕ шухăшсем.

Капларах тусан мĕнле-ши

Йăнăшасран шикленет.

Тĕрĕс шухăш кам сĕнсе-ши,

Анчах та вăхăт иртет.

Ĕнтрĕк сăн та таврана

Çитнĕ çавă хушăра,

Каç пуласси инçе мар

Мĕскер тăвас тупата?

Акă, халне çитерсе

Хăй патне хĕре чĕнет.

Калаçмалли пур тесе

Пÿлĕме ертсе кĕрет.

Хупă алăк хыçĕнче

Мĕн каланă-ши, патша?

Ун пирки халапсенче

Асăнман пĕр сăмах та.

Юмăçа, ак, пăхăнса

Ертсе каять вăл хĕре,

Мĕн хушнине тăнласа

Хăварать çав пĕччене.