реклама
Бургер менюБургер меню

Аскольд Де Герсо – Асамла тенче (страница 4)

18

Çăва, ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă чунсен лаптăк, месĕрле хула мана шăплăхпа кĕтсе илчĕ. Кайăксен çуйхашни те илтĕнмест, çулçăсем те йывăçсем çинче вăтаннăн усăннă. Машинăна хапха умĕнче хăварса иртрĕм шала. Каçхине палăк хапхаран кĕрсен инçере те мар пĕк туйăннăччĕ, ытла та хăвăрт çитрĕм-çке ун чуне, чăнласа аванах шала иртмелле пулчĕ. Халĕ кун çутинче тĕрĕс-тĕкелех сăнаса пăхрăм палăка. Тарăн хуйха путнă пирĕшти, умĕнче, ура вĕçĕнче уçса хунă кĕнеке. Уçă страницăсем çинче хушамачĕ, ячĕ, çулĕсене палăртнă. Халĕ ăнланса илтĕм хамăн йăнăша, çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ мар, вунтăххăрмĕш ĕмĕртех пурăннă хайхи хĕрарăм. Апла вара, музейре тĕл тунă арçынсем мăнукĕсем пулма пултараççĕ, енчен те мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пулсассăн.

Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх упранать месĕрле хулара. Кашни палăк е хĕрес айĕнче хăйĕн историйĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕсем. Кашни пурăннă, ĕмĕтленнĕ… Палăк çумĕнче тăнă хушăра шалти туйăмпа çумра кам-тăр пуррине сисрĕм, те тата Апполинария хăех пулчĕ çакă. Анчах та мĕскер пĕлтересшĕн пулчĕ вăл, мĕскер каласшăнччĕ, эпĕ çав-çавах пĕлмесĕр юлтăм.

Ăнсăртран, шухăша пĕр саманта сирнĕ хушăра, çуммăн ватă çеç мучи тăнине курах кайрăм. Çи-пуçĕ иплĕ, сăн-пичĕ çинче сухалĕ те мăйăхĕ те наукăра тăрăшакансен евĕр.

– Чылайранпа ун патне никам та килменччĕ, – терĕ вăл ăнсăртран, аванлашмасăрах, енчен те кăшт пăрăннă хыççăн çывхарнăн.

– Чечек çыххи вара? – ыйтрăм эпĕ, каçхине кунта чечек çыххи курнине аса илсе. Кунта тата тепĕр тĕлĕнмелли килсе тухрĕ. Палăк çывăхĕнче те, аяккинче те чечексем çук. Палли те çук.

– Эсир шурă чечексем пирки? – хуравласса кĕтмесĕрех малалла тăсрĕ, – тăк, вăл вĕсене хăй илсе килет.

Арçыннăн сăмахĕсем мана пушшех çухатса ячĕç. Эпĕ чĕлхене çухатрăм темелле. Ку самант арçыннăн тимлĕхĕнчен вĕçерĕнмерĕ пулас, тата та чĕнчĕ: – эсир ан тĕлĕнĕр. Месĕрле хулара сахал мар тĕлĕнтерÿ, сыввисене ăнланма çук, пулса иртет.

Халĕ, ак, тимлĕн сăнаса пăхрăм ун çине. Кăшт тăна çухататтăм, ун хыçĕнчи япаласем витĕр курăнаççĕ. Мана ĕнтĕ çийĕнчен темĕн тĕлĕнтерчĕ унăн сăмахĕсенче, анчах та эпĕ ун çине çаврăнса пăхманччĕ. Тата çĕр аллă çулхи çыншăн ытла та патвар та çамрăк курăнать-çке.

– Яш тусăм, сире сахал мар тĕлĕнтерÿ кĕтет пурнăçра, – пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне, енчен те эпĕ унăн тусĕ пулнăн. – Апполинарийăна эпĕ çирĕм çулта пулнă чухнехинченех астăватăп. Вăл ун чухне Салтыкова хушаматпа çÿретчĕ, кăмăлсăрланатчĕ унтан. Хăв та илтнĕ пулĕ Салтычиха текен чунилли çинчен. Çук, вăл чуниллипе тăванлăхĕ çукччĕ вĕсен, енчен те ытла аякран пулмасан. Каярахпа Галактионов генерала качча тухсан тинех савăнчĕ, хуть ăçта та хĕр хушаматне пытарма тăрăшатчĕ. Чылай пурăнмарĕç вĕсем хулара, Питĕр хулине тухса кайрĕç. Вăл вăхăтра пĕр тапхăра çухатрăм ăна. Темиç çулччен Апполинария çинчен пĕр сас-хура та çукччĕ. Упăшки генерал пурнăсран уйрăлса кайсан, пĕринче хулара килсе тухрĕ. Виличчен те хура тумне пăрахмарĕ çийĕнчен, ăçта килсен те хура тум сырнăччĕ.

Эпĕ вара çав кĕвех çухалса кайнăн итлесе тăтăм, арçыннăн сасси тарăн пусăран евĕр çитрĕ манăн хăлхана. Кам сиртен çакнашкал самантра урăхла тăнă пулĕччĕ? Халиччен те пурнăçран ĕмĕр каярах уйрăлнă çын мĕлкипе тĕл тусан? Вăл кăна-и? Чĕрĕ, сывă çын евĕр калаçсан? Арçын ман çине пĕр тимлĕх уйăрмасăр тĕпчет: – пурнăсран та ăнсăртран уйрăлчĕ…

Темĕн, тĕ ура айĕнче типĕ турат хуçăлнинче пулчĕ тĕп сăлтавĕ, анчах та арçын куç умĕнчен çухалчĕ. Куçа тĕлленчĕ тесессĕн, каçхине сыпманччĕ-çке, çавах та машина çинче руль умĕнче çÿретĕп. Тата чечексене асăннине аса илсе каллех пăхса илтĕм вăл вырăна. Тусанĕ те кăшт та шăлăнман, чечексем пулнă-тăк йĕр юлмалла-çке. Анчах та, каçхине хамăн куçпа хам куртăм вĕт вĕсене унта! Хайхи арçынна курнă евĕрех. Унăн та пĕр йĕр те юлман, вăл тăнă вырăнта курăк та таптанман, çав-çавах çĕкленет.

«Вăт манăн отпуск пуçланать!» – аванмарланса шутласа илтĕм хам çеç.

Чултан каснă пирĕшти умĕнче тата та кĕтерех тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.

Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.

Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.

Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.

Тепрĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн вăл халиччен те тăнăçланмасть? Мĕншĕн сыввисен канăçне чăрмантарса çÿрет? Эпĕ тата тарăнрах тĕчеме тытăнтăм. Апполинария çуртра пĕчченех пурăннă, темиçĕ тарçă хĕр тытнă çурта пăхса-тасатса тăма. Хыткăн пулнă Апполинария е çемçе чунлă, ун пирки нимĕн те пĕлме çук, анчах та пĕр тарçă пике хулари çамрăкпа явăçса кайнă. Кун çинчен хуçа арăмĕ пĕлсе çитсен, пĕр пуссăр кăларса ывăтатăп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вĕçертнĕ кун çинчен. Чылай та вăхăт иртмест, Апполинарийăна пĕр ирхине юнлă вырăнĕ çинче тупаççĕ, кăкринчен çĕçпе чикнĕ. Паллăх, пĕрремĕш качча сĕтĕрме тытăнаççĕ. Тата камăн сăлтав пулма пултартăр ват çынна пурнăçран уйăрма?

Хулара чылай вăхăт халăх шавлать кун çинчен. Хăшĕ çине тăрса явап тыттармалла, тенĕ качча. Паллă ĕнтĕ, халăха шавласа пултăр, чăн сăлтавне пĕлсе çитеççĕ-и, çук-и, сас-хура тÿперен те çÿллĕрех çĕкленет. Анчах вĕсене кăмăлсăрлантарса çамрăка нимĕн те тумаççĕ. Айăпсăр çынна епле явап тыттарма пулать? Вăл каçхине каччă тепĕр хĕрарăм патĕнче пулнă ирччен, ун пирки пĕр кăсăксăр çынсем çирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсем те тĕрмене ларттарнă пулĕччĕç-ши, çавах тĕрĕсне хирĕç кайма вăй-хал çитермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнă вăл хурах, вĕсне-хĕрне тупмасăрах ĕсне хупаççĕ. Апполинарийăн аслă ывăлĕ, вырăнти тиек çырупа çырса пĕлтернĕ хыççăн, Питĕр хулинчен килсе тирпейлесе пытарать амăшне, пирĕшти палăкне чултан кастарать маçтăра, пурне те вĕçлесен кутăн тухса каять тăван çемьи патне. Тепĕр кунхине палăк çинче куракансем шурă чечек çыххи асăрхаççĕ. Кам килсе хунă, кун пирки никам та пĕлсе çитмест. Хулари ватăсем каланă тăрăх, çавăнтанпа вăл каçхине кашни çул палăк патĕнче чечек çыххи курăнать те çĕтет.

Анчах та… анчах та халиччен те никам та хăйĕн куçĕпе хăй курни çук кăна кам илсе килнине…

Çын куççулĕ çĕр çине ÿкмест

Шăплăха сирсе шалтăртатса-кĕмсĕртетсе тимĕр хапха ун хыçĕнче хупăнчĕ. Ирхи тĕтреллĕ çанталăк сирĕлсе те çитетчĕ, çавах сывлăшра нÿрĕк уççăнах туйăнса тăрать. Тÿпене карса илнĕ кĕрен пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел пайăркисем тăсăлаççĕ çĕр çине: кун ăшă, хĕвеллĕ пулма тивĕç апла. Хапха патĕнчен уйрăлса темиçе утас утасланă хыççăн кăна Çеруш хăйса кялла çаврăнса пăхрĕ. Çÿллĕ хÿме çийĕнчен улт-çичĕ рет йĕплĕ пралук тăсăлать хапха икĕ еннелле, хушăран йытăсем вĕрни те çитет хăлхине. Çеруш вăтăр çула çывхарса пыракан каччă: кĕрнеклĕ, латака хул-çурăмлă, çаврашка пичĕ çинче тарăн вырнаçнă куçĕсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Тискеррĕн пăхаççĕ куçĕсем таврана: енчен те кам-тăр айăплă унăн ăнман пурнăçĕнче. Ултă çул ытла иртрĕ каччă пурнăçĕ çакă хапха шал енче. Калама кăна вăл ансат, çамрăк вара кашни кунне çеç мар, сехетне те шутлатчĕ ирĕке тухассине.

Вăрах вăхăт тăван сасăсене илтменрен, таврара шăплăх хуçаланнăн туйăнчĕ ăна. Трактор кĕрлени-и е автансем авăтни хăлхана çурса кĕриччен. Унăн тунсăхне çакă сасăсемшĕн калама та сăмах çитес çук. Кашни кун çкă сасăсем хăлхара тăрсан эпир вĕт вĕсене тимлĕхе те илместпĕр: пур аван, çук темĕнех мар. Каччă утасĕсене хăвăртлатса инçерех пăрăнас терĕ кунтан. Ултă çул хушшинче ашшĕпе амăшĕ ĕçмелли-çимелли кÿмен-тĕк çитменне тата почтăпа ещĕкĕ-ещĕкĕпе ярса паман пулсассăн, мĕнлерех пурăнса ирттерĕтчĕ-ши вăл çак çулсене? Ÿкĕтлени те пулнă ĕнтĕ, вăрçнă самантсем те – ытахальтен хупса хумарĕç вĕт ăна, ирĕрен уйăрмарĕç, çавах та мĕнле хăртсассăн та, амăшĕ шеллет ăна. Кашни аннешĕн хăй ачи хаклă çав, хăть миçе çулта пулсан та. Çул тăрăх утнă май, Çеруш хирĕç килекен арçынна асăрзарĕ. Танлашса çитсессĕн, каччă:

– Ырă кун пултăр сире, – тесе чĕнчĕ.